Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки. Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ. Пӗлетӗр ӗнтӗ, сире мӑн аслаҫӑрсенченех юлнӑ пушӑ пурӑнӑҫран тутӑхса пӗтекен ылтӑн-кӗмӗлпе мар, пӗр ҫитменлӗхсӗр, таса Путек евӗр Христосӑн хаклӑ Юнӗпе тӳлесе илнӗ. Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ, Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ. Престол умӗнче вара витӗр курӑнакан пӑр пек кӗленче тинӗс. Тата престол умӗнче те, йӗри-тавра та тӑватӑ чӗр чун, куҫӗсем хӑйсен малта та, кайра та темӗн чухлӗ.
Выбор основного перевода