Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур. Хайхи Путек престол ҫинче Ларакан патне пычӗ те Унӑн сылтӑм аллинчи кӗнекене илчӗ. Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!» «Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр! Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Турӑ престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, Турӑ Ҫуртӗнче Уншӑн кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Престол ҫинче Ларакан вара вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ. Унтан ҫирӗм тӑватӑ ватӑпа тӑватӑ чӗр чун престол ҫинче ларакан Турра: «Аминь! Аллилуия!» – тесе ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗҫ.
Выбор основного перевода