Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Турӑ ҫакна ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, ҫӗр айӗнчисем те – пурте – Иисус ячӗ умӗнче чӗркуҫленччӗр тесе, Турӑ – пӗртен-пӗр вилӗмсӗрскер, ҫитме ҫук ҫутӑра пурӑнаканскер, этемсенчен пӗри те Ӑна курман, кураяс та ҫук. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ та хӑватлӑ! Аминь. Хӑйӗн Ашшӗ, Туррӑмӑр, умӗнче пире патшалла священниксем тунӑ. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ та хӑватлӑ пултӑр! Аминь. Ҫав самантрах Святой Сывлӑш витӗмӗпе курӑну пулчӗ. Акӑ, тӳпери престол курӑнчӗ, престол ҫинче вара Лараканӗ пур. Ҫав чӗр чунсем престол ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана мухтанӑ, чысланӑ, тав тунӑ чухне Унтан эпӗ престол ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинчи ҫыру тӗркемне – кӗнекене – асӑрхарӑм. Тӗркемӗн икӗ енне те ҫырнӑччӗ, ӑна ҫичӗ сӑркӑч пичетпе пичетленӗччӗ. «Пирӗн ҫине ӳкӗр, – терӗҫ вӗсем тусемпе чулсене, – пире престол ҫинче Лараканӑн сӑнӗнчен тата Путек ҫиллинчен пытарса хӑварӑр! Вӗсем вӑйлӑ саслӑн: «Ҫӑлӑнӑҫ престол ҫинче ларакан Туррӑмӑрпа Путекре!» – теҫҫӗ.
Выбор основного перевода