Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Откровение
Параллельные места
Петр пырса кӗнӗ чухне Корнилий ӑна хирӗҫ тухса кӗтсе илнӗ, ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Петр ӑна тытса тӑратнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑрах, тӑр, эпӗ санашкал ҫынах-иҫ». Малашлӑхра часах мӗн пулассине Хӑйӗн чурисене кӑтартас тесе, Турӑ Иисус Христоса малашнехине уҫса панӑ. Ҫӑвна Вӑл Хӑйӗн ангелӗ урлӑ Хӑйӗн чурине Иоана кӑтартнӑ. Иоанн вара Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен, Иисус Христос ҫирӗплетсе калани ҫинчен тата хӑй мӗн-мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пӗлтернӗ. Эпӗ, Иоанн тӑванӑр, Иисус Христосӑн патшалӑхне кӗрес тесе, Вӑл тӳснӗ пек асапа сирӗнпе пӗрле тӳсетӗп. Мана Турӑ Сӑмахне вӗрентнӗшӗн, Иисус Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн Патмос утравӗ ҫине ячӗҫ.
Откровение
Выбор основного перевода