Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Откровение
Параллельные места
Вара тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен ҫичӗ инкеклӗ ҫичӗ ангел тухрӗҫ. Вӗсем таса та шурӑ йӗтӗн тумтир тӑхӑннӑ, кӑкӑр урлӑ ылтӑн хӑю ҫыхнӑ. Ҫынсем ҫине пӗлӗтрен темиҫе пӑт йывӑрӑш пӑр катӑкӗсем ҫурӗҫ. Ҫынсем, ҫакнашкал пӑр ҫунин инкекӗ пит пысӑк пулнӑран, асапа тӳсеймесӗр, Турра ылханчӗҫ. Малалла ҫав юхан шыв хула витӗр юхать. Шыв икӗ енӗпе те пурӑнӑҫ йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Ҫулталӑкра вӗсем вун икӗ хут ҫимӗҫ параҫҫӗ. Кашни йывӑҫҫи уйӑхра пӗрре ҫимӗҫ парать, йывӑҫ ҫулҫисем – халӑхсене сиплемешкӗн. Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыракансем телейлӗ. Пурӑнӑҫ йывӑҫҫи те вӗсемшӗн пулӗ, хулана хапхаран кӗме те вӗсем тивӗҫлӗ пулӗҫ.
Откровение
Выбор основного перевода