Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Откровение
Параллельные места
Тӳрӗ мар ҫынсем Турӑ Патшалӑхне кӗреймессе пӗлместӗр-им? Ан улталанӑр: аскӑнсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансем те, пӗр-пӗрне улталакан мӑшӑрсем те, арҫынпа асакан арҫынсем те, вӑрӑсем те, ҫӑткӑнсем те, ӗҫкӗҫсем те, сӑмахпа хӑртакансем те, хапсӑнчӑксем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ. Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр. Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм». Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.
Откровение
Выбор основного перевода