Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Чун-чӗм кӗлмӗҫисем телейлӗ, сире Турӑ Патшалӑхӗ пулӗ. «Пирӗн Аттемӗр – Авраам!» – тенӗ Ӑна хирӗҫ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Авраам ачисем пулсан хӑвӑра Авраам пекех тыткаланӑ пулӑттӑр. Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ. Кам чунӗпе иудей, ҫав чӑн-чӑн иудей. Ячӗшӗн мар, чун-чӗре хушнипе ӳт кастарни ҫеҫ чӑн-чӑн ӳт кастарни пулать. Ун пек ҫынна этем мухтавӗ мар, Турӑ мухтавӗ пулӗ. Ҫын умӗнче мухтавлӑ пулас текенсем сире ӳт кастарма хистеҫҫӗ, хӑйсем вара Христос хӗресӗшӗн пире ан хӗсӗрлеччӗр ҫеҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӳт кастарнисем хӑйсем те саккуна пӑхӑнса пурӑнмаҫҫӗ; сире те, хӑйсене мухтанса ҫӳреме сӑлтав пултӑр тесе ҫеҫ, ӳт кастарасшӑн.
Выбор основного перевода