Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ». Халӗ ман валли ҫӗнтерӳҫӗн тӳрӗлӗх пуҫ кӑшӑлне хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав юлашки кун ҫитсен тӳрӗ суд тӑвакан Хуҫамӑр мана ӑна тӑхӑнтартӗ. Пуҫ кӑшӑлне Вӑл мана кӑна мар, Хӑй тепре килессе савӑнса кӗтекенсене пурне те парӗ.
Выбор основного перевода