Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавнашкал ҫынсем – суя апостолсем, чеен ӗҫлесе вӗсем хӑйсене Христос апостолӗсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗненӳпе юратулӑхран килекен ӗҫӗре, Иисус Христос Хуҫамӑр панӑ шанчӑкран килекен чӑтӑмлӑхӑра Туррӑмӑр тата Аттемӗр умӗнче яланах асра тытатпӑр. Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр». Эй, савнӑ тӑвансем! Турӑ Сывлӑшӗллӗ текен кирек епле ҫынна та ан ӗненӗр. Малтан тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫав сывлӑш Турӑран-и? Мӗншӗн тесен тӗнчере суя пророк нумайланса кайрӗ. «Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ. „Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Акӑ, Эпӗ санӑн умӑнти алӑка уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ мар пулин те, эсӗ Манӑн сӑмахӑма упраса хӑварайрӑн, Ман ятӑмран тунмарӑн.
Выбор основного перевода