Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, тӑваттӑмӗш чӗр чунӗ: «Килсе кур!» – тенине илтрӗм.
Вара пӑхрӑм та шупка-турӑ ут куртӑм. Юланутҫи Вилӗм ятлӑ, ун хыҫҫӑн ҫӳрекенӗ – Тамӑк. Ҫав юланутҫӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, вӗлерекен чир-чӗрпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе пӗтерме ирӗк панӑ.