Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Престолран ҫиҫӗм ҫиҫсе тухать, аслати сасси, кӗрлев илтӗнсе тӑрать. Престол умӗнче вутлӑн ҫунакан ҫичӗ ҫутаткӑҫ – Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ. Унтан ангел парне вырӑнӗ ҫинчи вута тӗтӗркӗч ӑшне тултарчӗ те ӑна ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах ҫӗр ҫинче аслати сасси кӗрлесе кайрӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗр чӗтренме тытӑнчӗ. Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!» Унтан тӳпери Турӑ Ҫурчӗ уҫӑлчӗ те, Турӑ Ҫуртӗнчи Унӑн халалӗн арчи курӑнса кайрӗ. Вара ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, аслати сасси кӗрлерӗ, ҫӗр чӗтренчӗ тата шултра пӑр ҫурӗ.
Выбор основного перевода