Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Енчен те вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турӑшӑн шанчӑксӑр пулсан? Нивушлӗ вӗсен шанчӑксӑрлӑхӗ Туррӑн шанчӑклӑхне пӑрахӑҫлать? Ҫук. Пӑрахӑҫламасть. Турӑ чӑн, кирек епле этем те вара ултавлӑ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑннине калатӑн, ҫавӑнпа Хӑвна айӑплакансене Эсӗ ҫӗнтерӗн». Этемле шухӑшласа калатӑп: пирӗн йӗркесӗрлӗх Туррӑн тӳрӗлӗхне уҫҫӑнрах кӑтартса парать пулсан, Турӑ пире айӑпласа тӗрӗс мар тӑвать теме пултаратпӑр-и эпир? Паллах, ҫук! Енчен те Турӑ пире те айӑплама пултараймасан, тӗнчене Вӑл епле суд тума пултарӗ? Вӗсем ҫапла каласа кӗлтурӗҫ: «Эй, Хуҫамӑр, Пурне те тытса тӑракан Турӑҫӑм, Эсӗ пур, пулнӑ, пулӑн! Эпир Сана хӑватлӑ вӑй илсе Патшана ларнӑшӑн тав тӑватпӑр.
Выбор основного перевода