Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ. Шӑмат кун иртсен, эрнен малтанхи кунӗнче, тул ҫутӑлнӑ чух Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑха пӑхма кайнӑ. Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ. Мария Магдалинӑпа Иосия Марийи Ӑна ӑҫта пытарнине пӑхса тӑнӑ. Вӗсем, тупӑклӑх патӗнчен тавӑрӑнсан, мӗн курнине пӗтӗмпех вун пӗр апостола тата ыттисене пурне те каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле тата урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ. Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ.
Выбор основного перевода