Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ». «Эсир Ӑна илсе кайӑр та хӑвӑр саккунӑрпа суд тӑвӑр», – тенӗ Пилат. «Пирӗн ҫынна вӗлермеллех айӑпламалли ирӗк ҫук», – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ. Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр.
Выбор основного перевода