Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр». Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус. Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иисус, Иудея Патши», – тесе айӑпласа ҫырнӑ хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Пилат вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Сире Иудея Патши текеннине кӑларса парас мар-и? Килӗшетӗр-и?» Пилат каллех вӗсене тавӑрса ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр Иудея Патши текеннине манӑн мӗн тумалла вара?» Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ. Унӑн айӑпне кӑтартса «Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ. ҫапла каланӑ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан, Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ!» Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ. Сирӗн йӑлӑрпа манӑн пасха уявӗ тӗлне тӗрмери пӗр ҫынна кӑларса яма ирӗк пур. Эсир хирӗҫ мар пулсан, Иудея Патши текеннине кӑларса ярӑп». «Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ. Хӗрес ҫумне тата хӑма татӑкӗ ҫапса хунӑ. Хӑми ҫине Пилат ҫапла ҫыртарнӑ пулнӑ: «Иудея Патши, Назорей Иисус». Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата ӳпкелешнӗ: «„Иудея Патши“ тесе мар, „Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ“, – тесе ҫырмаллаччӗ».
Выбор основного перевода