Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ. Эсӗ Хӑвӑн чуруна, Давид мӑн асаттемӗре, Святой Сывлӑшупа ҫапла калаттарнӑ: „Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, этемсем мӗншӗн пултарас ҫука тытӑнчӗҫ-ши? Ҫӗр ҫинчи патшасемпе княҫсем пӗрле пухӑнса Хуҫа Туррӑмӑра тата Вӑл Суйласа илнине хирӗҫ тӑчӗҫ“. Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ. Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ.
Выбор основного перевода