Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ». Иисуса ку тӗнчерен илес вӑхӑт ҫывхарса пынӑ май Вӑл хӑюллӑнах Иерусалима кайма шутланӑ. «Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт. Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха». Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен. Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Этем Ывӑлӗ мухтава тухас вӑхӑт ҫитрӗ. Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен. – Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
Выбор основного перевода