Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ. Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ. Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара ҫӑкӑрпа пулла халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. Эпир пиллӗх куркинчен пиллесе ӗҫни Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и вара? Хамӑр хуҫса ҫиекен ҫӑкӑра ҫини Христос Ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и вара? Ҫак йӑлана эпӗ Хуҫамӑртан Хӑйӗнчен вӗрентӗм, кайран сире вӗрентрӗм. Хӑйне сутнӑ каҫ Иисус Хуҫамӑр ҫӑкӑр илнӗ те, Турра тав туса, ҫӑкӑра хуҫнӑ. Унтан Вӑл ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – сирӗншӗн хуҫӑлакан Манӑн Ӳт-пӗвӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Вӑл курка илнӗ те ҫапла каланӑ: «Ҫак курка – Манӑн Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. Ӑна ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».
Выбор основного перевода