Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус. «Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил. Ҫакӑ пире пророксен сӑмахӗ чӑн пулнине тата хытӑрах ӗнентерет. Эсир те пророксен сӑмахне ҫутаткӑҫ вырӑнне хурса аван тӑватӑр. Вӑл тул ҫутӑлса киличчен, чун-чӗрӗрсенче ирхи шуҫӑм ҫӑлтӑрӗ тухиччен ҫутатать. «Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».
Выбор основного перевода