Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр». Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ». Ӗненӗве пула Ной та, Турӑ мӗн пуласси ҫинчен асӑрхаттарсан, Турра хисеплесе хӑранипе хӑйӗн кил-йышне ҫӑлмашкӑн карап тунӑ. Мӗн пуласси ун чухне уҫӑлман пулнӑ-ха. Ӗненӗве пула вӑл, ҫак пӗтӗм тӗнчене айӑпласа, ӗненӳрен килекен тӳрӗлӗхӗн еткерне илме тивӗҫ пулнӑ.
Выбор основного перевода