Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Иудея ҫӗрӗнче Ирод патшара ларнӑ чух пӗр Захария ятлӑ священник пурӑннӑ, вӑл Авий ушкӑнӗнчи священниксен черечӗпе Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ те, Елисавета, Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ. Ҫак пирвайхи хут халӑха шута илесси Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулнӑ. Вара пурте кашни хӑйӗн хулине ҫырӑнма тухса кайнӑ. Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ. Ҫапла Иосиф хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе Марияпа пӗрле ят ҫыртарма кайнӑ. Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ. Вифлеемре Унӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ. Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний.
Выбор основного перевода