Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра». «Акӑ Манӑн суйласа илнӗ, Манӑн юратнӑ, чунӑм савнӑ Ачам. Эпӗ Ун ҫине Хам Сывлӑшӑма ярӑп, Вӑл мӗн пур халӑхсене тӗрӗслӗхе пӗлтерӗ. Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!» Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!» Моисей мӑн асаттемӗрсене ҫапла каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех, Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Вӑл кирек мӗн каласассӑн та, Ӑна итлесе пурӑнӑр. Ҫав Пророка итлемен ҫынсен халӑхран уйӑрӑлмалла, пӗтмелле пулӗ“. Мӗншӗн тесен Вӑл чап-мухтавне Атте Турӑран илчӗ. Ҫавӑн чухне Ӑна ҫӳлти мухтавлӑхран: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра», – текен сасӑ илтӗнчӗ.
Выбор основного перевода