Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара. Иисус ҫавӑрӑннӑ та ӑна асӑрхаса ҫапла каланӑ: «Хӑюллӑ пул, хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана». Хӗрарӑм вара ҫав самантрах сывалнӑ. Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «Эй, хӗрарӑм! Санӑн ӗненӗвӳ чӑнласах та ҫирӗп, ху ыйтнӑ пек пултӑр эппин». Вара унӑн хӗрӗ ҫав самантрах сывалнӑ. Вӑл тарҫисенчен ывӑлӗ миҫе сехетсенче самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле унӑн сив чирӗ иртсе кайрӗ», – тенӗ лешсем. Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Выбор основного перевода