Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ. Иисус, Иерусалима кайнӑ чухне, ҫул ҫинче Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ. Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ. – Иисус кунта ҫук, Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ! Астӑватӑр-и, Галилейӑра чухнех Вӑл сире: „Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ».
Выбор основного перевода