Ҫавӑн хыҫҫӑн чылай вӗренекенӗ Иисусран сивӗннӗ, Унпа ҫӳреме пӑрахнӑ.
«Сирӗн те пӑрахса каяс килмест-и?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Иисус Вун иккӗшӗнчен.
«Хуҫамӑр! – тенӗ вара Петр текен Симон. – Пирӗн кам патне каяс? Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем Санра.
Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».