Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Иисуса: «Вӗрентекен! Эпир Эсӗ хӑват кӑтартма пултарнине курасшӑн», – тенӗ. Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Усал та пӑсӑк ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ. Теприсем тата, Иисуса тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма хистесех ыйтнӑ. Халӑх йышлӑн пуҫтарӑнсан Иисус ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫак усал ӑру хӑватшӑн антӑхать, анчах та Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна нимӗнле хӑват та пулмӗ. «Хӑвна ӗнентерес тесе Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн? – ыйтнӑ вӗсем. – Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?
Выбор основного перевода