Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫимелли те вӗсен нимӗн те ҫук. Ҫул ҫинче халтан каясран Ман вӗсене выҫӑлла кӑларса ярас килмест». «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, ҫакӑн чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ӑҫтан ҫӑкӑр тупас пирӗн?» – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ Иисус. «Ҫичӗ ҫӑкӑрпа темиҫе пӗчӗк пулӑ», – тавӑрнӑ лешсем. Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ. Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка туллиех пухнӑ. Хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, ҫиекенӗсем пурӗ тӑватӑ пин ҫын пулнӑ. Ҫав кунсенче пӗрре Иисус патне питӗ нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫимелли вӗсен нимӗн те пулман. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Ҫак халӑха Эпӗ шеллетӗп: ҫынсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Манпа пӗрле, ҫиме вӗсен нимӗн те ҫук. Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри питӗ инҫетрен килнӗ». «Кунта, ҫын пурӑнман вырӑнта, вӗсене тӑраниччен ҫитермелӗх кам ӑҫтан ҫӑкӑр тупма пултарӗ?» – тавӑрнӑ Ӑна вӗренекенӗсем. «Сирӗн миҫе ҫӑкӑр пур?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Ҫиччӗ», – тенӗ вӗсем. Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ. Тата вӗсен кӑштах вӗтӗ пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн Иисус пуллине те халӑха валеҫме хушнӑ. Пурте ҫисе тӑраннӑ. Юлнӑ татӑкӗсене тата ҫичӗ карҫинкка пухнӑ. Ҫиекеннисем тӑватӑ пине яхӑн пулнӑ. Халӑхпа сывпуллашсанах Вӑл вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Далмануфа ҫӗрне ишсе кайнӑ.
Выбор основного перевода