Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн фарисейсем кайнӑ та Вӑл каланинче епле те пулин айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе канаш тунӑ. Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн. Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те». Иисус вӗсене хытарсах каланӑ: «Асӑрханӑр, фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен, Иродӑн кӑвас тӗпӗнчен сыхланӑр». Унтан вӗсем, Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупасчӗ тесе, Ун патне темиҫе фарисея тата Ирод майлисене янӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса каллех тытасшӑн пулнӑ, анчах та Вӑл иудейсенчен хӑтӑлма пултарнӑ.
Выбор основного перевода