Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ. «Тумтирӳ аркине те пулин сӗртӗнме ирӗк парсам», – тесе йӑлӑннӑ вӗсем Ӑна. Сӗртӗнекеннисем вара сывалнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн юн кайма пӑрахнӑ, чир-чӗртен сывалнине вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. «Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус. Яла-и, хулана-и – Иисус кирек ӑҫта пырсан та – пур ҫӗрте те ҫынсем чирлисене уҫӑ лаптӑка илсе тухса вырттарнӑ. Вара Иисусран тумтир аркине те пулин сӗртӗнтерме йӑлӑннӑ. Ӑна сӗртӗнекенсем пурте сывалнӑ. Пӗррехинче, вӗсем Вифсаида витӗр тухнӑ чухне, Ун патне суккӑра ҫавӑтса пынӑ та Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑннӑ.
Выбор основного перевода