Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ. Иисус вара Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ те вӗсене мӗн пур усалсене пӑхӑнтарма, ҫынсене чир-чӗртен сыватма вӑй-хӑват панӑ. Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ.
Выбор основного перевода