Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫавӑнтан кайсан Иисус унти пӗр синагогӑна кӗнӗ. Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн пӗртен-пӗр сурӑхӗ шӑмат кун шӑтӑка кӗрсе ӳксен, сирӗнтен кам ӑна туртса кӑлармӗ? Этем сурӑхран мӗн чухлӗ пахарах! Ҫапла вара, шӑмат кун ырӑ ӗҫ тума юрать». «Аллуна тӑс-ха», – тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ. Иисуса тепӗр шӑмат кун та синагогӑна кӗрсе вӗрентме тӳр килнӗ. Унта сылтӑм алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», – тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ. Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен. Вара Иисус вӗсене пурне те пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», – тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Выбор основного перевода