Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ». Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир. Пӗррехинче Иисуса итлеме налук пухакансем те, ҫылӑхлӑ ҫынсем те нумаййӑн пынӑ. Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ. Пуху кӗрлесех кайнӑ: Моисей саккунне вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем ура ҫине сиксе тӑрсах тавлаша пуҫланӑ. «Ку ҫынна айӑплама эпир нимле сӑлтав та курмастпӑр, – тенӗ вӗсем. – Тен, ҫак ҫын чӗлхи-ҫӑварӗпе ангел е Сывлӑш калаҫнӑ-ха? Турра хирӗҫ каяр мар».
Выбор основного перевода