Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр». Иисус ҫамрӑк ҫынна ҫапла каланӑ: «Пӗр кӑлтӑксӑр пулас килсен кайса хӑвӑн пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул». Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп». Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул». Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ. Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ. Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра. «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Выбор основного перевода