Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иоанн янӑ ҫынсем Хӑйӗн патӗнчен кайсан Иисус халӑха Иоанн ҫинчен ҫапла калама пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и? Мӗн курма кайрӑр вара эсир? Капӑр тумтир тӑхӑннӑ ҫынна-и? Чаплӑ тумланакансем, пуян пурӑнакансем патша ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире: вӑл пророкран та аслӑ. „Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ“, – тенӗ Ҫырнинче. Вӑл шӑпах ҫавӑ. Калатӑп сире: этем йӑхӗнче Шыва кӗртекен Иоанран аслӑрах пӗр пророк та ҫук, анчах Турӑ Патшалӑхӗнче чи кӗҫӗнни те унран аслӑ». Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ. Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен. Хуҫамӑр вара ҫапла каланӑ: «Ҫак ӑру ҫыннисене кампа танлаштарам-ши? Кам евӗрлӗ вӗсем? Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“. Шыва кӗртекен Иоанн килчӗ: ҫӑкӑр та ҫимест, хӗрлӗ эрех те ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – тетӗр эсир. Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ». Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.
Выбор основного перевода