Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ. Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп. Ман ятӑмпа мӗн те пулин ыйтсан та Эпӗ ҫавна пурнӑҫлӑп». Эсир Манра пулсан Ман сӑмахӑмсем те сирӗн ӑшӑрта пулӗҫ. Вара мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ыйтнине сире парӗҫ. Ҫав кун вара эсир Манран нимӗн ҫинчен те ыйтмӑр. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. Халиччен эсир Ман ятӑмпа нимӗн те ыйтманччӗ-ха. Ыйтӑр – савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе сире мӗн ыйтнине парӗҫ». Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать. Анчах та Турра ӗненӳллӗн, иккӗленмесӗр тархасламалла. Мӗншӗн тесен иккӗленекен ҫын вӑл ҫил ҫӗклентерсе сапалакан тинӗс хумӗ евӗр.
Выбор основного перевода