Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Унӑн ытарлӑхӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Иисус хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ. Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ. Тата тепӗр икӗ кунтан пасха тата тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитмелле пулнӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ. Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ. Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ.
Выбор основного перевода