Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл. Павел вара каланӑ: «Эй, хура чунна шурӑпа сӑрланӑскер, Турӑ сана та ҫапӗ-ха! Сана кунта мана саккунпа суд тума лартнӑ, эсӗ вара, мана ҫапма хушса, саккуна ху пӑсатӑн!» Усала хирӗҫ усалпа никама та ан тавӑрӑр, ҫынсемшӗн мӗн ырӑ – ҫавна тӑвӑр. Пӗр-пӗринпе судлашас патнех ҫитни те сирӗншӗн мӑшкӑл-ҫке. Кӳрентернине чӑтсассӑн аванрах марччӗ-и? Ҫухату тӳсни аванрах марччӗ-и?
Выбор основного перевода