Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Апостолсем Иисус патӗнче пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн-мӗн вӗрентнине йӑлтах каласа панӑ. «Сире, Вун иксӗре, Эпӗ Хам суйласа илмерӗм-им? – тенӗ вӗсене Иисус. – Анчах та сирӗнтен пӗри – шуйттан!» Эсир Мана суйласа илмен, Эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире, тӗнчене тухса, пӗтми ҫимӗҫ паччӑр тесе суйларӑм. Вара эсир Аттемрен Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Вӑл сире парӗ. Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.
Выбор основного перевода