Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Унӑн тумтирне сӗртӗнсенех сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл хӑй ӑшӗнче. Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ. Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтсе пӗлнӗ. «Унӑн тумтирне те пулин сӗртӗнсен сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл. Вара хайхискер халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтирне сӗртӗннӗ. Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ. Ҫав хӗрарӑм хыҫалтан пырса Иисусӑн тумтир аркине сӗртӗннӗ те, унӑн ҫавӑнтах юн кайма пӑрахнӑ.
Выбор основного перевода