Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ. Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ. Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр». Моисей сире саккун паман-и вара? Ҫапах та сирӗнтен пӗри те саккун хушнине тумасть. Мӗншӗн эсир Мана вӗлересшӗн?» «Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен. Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ. Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ. Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ. Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ. Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.
Выбор основного перевода