Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Исаия пророкла калани вӗсенче пурнӑҫланӗ. Вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ». Ҫылӑхсене каҫарса ҫӑлӑнасси ҫинчен те эсӗ Унӑн халӑхне каласа ӑнлантарӑн. Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ». Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ». Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ. «Эй, Хуҫа Туррӑмӑр, – тенӗ пулнӑ вӑл, – эпир каланине кам ӗненчӗ-ха? Хуҫа Туррӑмӑрӑн хӑвачӗ кама курӑнчӗ?» Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр. „Ҫак халӑха ҫапла кайса кала: эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ. Вӗсем паян кунчченех курми куҫлӑ, илтми хӑлхаллӑ». Вӗсен куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, ҫылӑх кукӑртса лартнипе вӗсем нихӑҫан та тӳрленсе ан тӑрайччӑр». Сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫылӑх илӗртнипе чунне ан хытартӑр тесе, „паян“ теме май пур чухне пӗр-пӗрне куллен ӳкӗтлӗр.
Выбор основного перевода