Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ. Эпӗ тӳрӗ пурӑнакансене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнме чӗнмешкӗн килнӗ». «Сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пултӑр. Вӑл, пӗр сурӑхне ҫухатсан, тӑхӑр вун тӑххӑрӑшне хире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? Вара килне илсе пырсан хӑйӗн тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене калӗ: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ сурӑха тупрӑм!“ – тейӗ. Укҫине тупсан вӑл тус-тантӑшӗсене, кӳршӗ хӗрарӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене: „Манпа пӗрле савӑнӑр, эпӗ ҫухалнӑ укҫана тупрӑм!“ – тейӗ. Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ. Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.
Выбор основного перевода