Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“» Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ. Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ҫавӑнпа та каланӑ ӗнтӗ: «Эй, чунна ҫывратса янӑскер, вӑран та вилӗмрен чӗрӗлсе тӑр, вара сана Христос ҫути ҫутатӗ». Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ. Киленсе кӑна пурӑнакан тӑлӑх арӑм вара чӗрӗллех вилнӗ пулать. «Сардис чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗпе ҫичӗ ҫӑлтӑр Пурри ҫапла калать, те: „Санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Ӗненекен ушкӑн ятлӑ пулин те, санӑн чиркӗвӳ чӗрӗ мар, вилӗ.
Выбор основного перевода