Пӗррехинче Иисуспа Унӑн вӗренекенӗсем пӗр пӳртре апат ҫинӗ. Ҫавӑн чухне налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем нумайӑшӗ пынӑ та вӗсемпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ.
Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ.