Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене. Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ. Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир. Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»
Выбор основного перевода