Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ. Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний. Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ.
Выбор основного перевода