Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас шутпа, ҫак ҫынна Вӑл шӑмат кун сыватмӗ-и тесе, хӑшӗ-пӗрисем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен. Иисус шӑмат кун сыватмӗ-и-ха тесе, Ӑна айӑплама сӑлтав шыраса, саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна сӑнаса тӑнӑ. Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ. Ҫакна хирӗҫ лешсем Ӑна нимӗн те калайман. Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ. Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр? Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ. «Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.
Выбор основного перевода