Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Тӑвӑр хапхапа кӗрӗр, мӗншӗн тесен пӗтеслӗх хапхи аслӑ, ҫулӗ сарлака. Чылайӑшӗ ҫав ҫулпа пырать. Унтан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пыракан пулас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр. Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлрах». Унтан Иисус пурне те каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пытӑр. Ҫавӑн пекех эсир те, хӑвӑрӑн мӗн пуррине пӑрахӑҫламасан, Ман вӗренекенӗмсем пулаймӑр». Саккуна пӑхӑнса тӳрре тухас тенӗ Израиль халӑхӗ вара тӳрре тухаймарӗ. Ҫапла вара, савнӑ тӑванӑмсем, пӑхӑнса, Турӑ сумлӑхӗнчен хӑраса хӑвӑр валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлӗр. Эсир пӑхӑнса пурӑнма яланах пӗлнӗ. Халӗ вара, эпӗ сирӗнпе мар чухне, сирӗн патӑрта чухнехинчен те ытларах пӑхӑнӑр. Пурте тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайнӑ, пурте юрӑхсӑр; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗрре те ҫук». Эсӗ ӗненӳшӗн чыслӑн кӗреш. Сана ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн суйласа илнӗ. Эсӗ ун ҫинчен нумай ҫын умӗнче аван ҫирӗплетсе пӗлтертӗн. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗресчӗ тесе тӑрӑш.
Выбор основного перевода