Ҫав кунсенче Шыва кӗртекен Иоанн халӑх хушшине тухнӑ, вӑл Иудея пуш хирӗнче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
Ача ҫитӗннӗҫемӗн чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе, ӑс-тӑнӗпе хӑватланса пынӑ. Турӑ тивлечӗ Ун ҫинче пулнӑ.
Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ.