Toggle navigation
Главная
Переводы Библии
Комментарии к Библии
Библейские словари и энциклопедии
Новости
Выбор основного перевода
Синодальный
Современный
Перевод РБО. Радостная Весть
Юбилейное издание (Свет на Востоке)
Перевод свящ. Леонида Лутковского
Церковнославянский перевод
Аварский (магӀарул мацӀ)
Азербайджанский (Azärbaycanca)
Башкирский (башҡорт теле)
Беларускі пераклад
Грузинский (ქართული ენა)
Казахский (қазақ тілі)
Кумыкский (къумукъ тил)
Осетинский (ирон æвзаг)
Таджикский (тоҷикӣ)
Татарский (татарча)
Туркменский (Türkmençe)
Узбекский (ўзбекча)
Український переклад І. Огієнка
Чеченский (нохчийн мотт)
Чувашский (чӑвашла)
American Standard
Biblia Tysiąclecia
Deutsche Luther
Ελληνική μετάφραση
King James
Română traducere
Tradução português
Traducción al español
Traduction française
Traduzione italiana
Türkçe çeviri
中文 汉译
Новый русский перевод МБО
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Сделайте выбор
Комментарии Баркли
Новая Женевская Учебная Библия
Толкование Златоуста
Учебная Библия МакАртура
Толкование Жана Кальвина
Комментарии МакДональда к Библии
Серия комментариев МакАртура
Толкование Мэтью Генри
Толковая Библия Лопухина
Толкование Далласской семинарии
Толкование Блаженного Феофилакта Болгарского
Новый Библейский Комментарий
Комментарии Давида Стерна к Новому Завету
Комментарии Сперджена
Синодальный
Современный
Перевод РБО. Радостная Весть
Юбилейное издание (Свет на Востоке)
Перевод свящ. Леонида Лутковского
Церковнославянский перевод
Аварский (магӀарул мацӀ)
Азербайджанский (Azärbaycanca)
Башкирский (башҡорт теле)
Беларускі пераклад
Грузинский (ქართული ენა)
Казахский (қазақ тілі)
Кумыкский (къумукъ тил)
Осетинский (ирон æвзаг)
Таджикский (тоҷикӣ)
Татарский (татарча)
Туркменский (Türkmençe)
Узбекский (ўзбекча)
Український переклад І. Огієнка
Чеченский (нохчийн мотт)
Чувашский (чӑвашла)
American Standard
Biblia Tysiąclecia
Deutsche Luther
Ελληνική μετάφραση
King James
Română traducere
Tradução português
Traducción al español
Traduction française
Traduzione italiana
Türkçe çeviri
中文 汉译
Новый русский перевод МБО
Выбор книги основного перевода
От Луки
Çĕнĕ завет
Çĕнĕ завет
От Матфея
Çĕнĕ завет
Книга От Матфея в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Марка
Çĕнĕ завет
Книга От Марка в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Луки
Çĕнĕ завет
Книга От Луки в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга От Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
Деяния
Çĕнĕ завет
Книга Деяния в переводе Чувашский (чӑвашла)
Иакова
Çĕнĕ завет
Книга Иакова в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Петра
Çĕнĕ завет
Книга 1. Петра в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Петра
Çĕнĕ завет
Книга 2. Петра в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга 1. Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга 2. Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
3. Иоанна
Çĕнĕ завет
Книга 3. Иоанна в переводе Чувашский (чӑвашла)
Иуды
Çĕнĕ завет
Книга Иуды в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Римлянам
Çĕнĕ завет
Книга К Римлянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Коринфянам
Çĕнĕ завет
Книга 1. Коринфянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Коринфянам
Çĕнĕ завет
Книга 2. Коринфянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Галатам
Çĕнĕ завет
Книга К Галатам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Ефесянам
Çĕнĕ завет
Книга К Ефесянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Филиппийцам
Çĕнĕ завет
Книга К Филиппийцам в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Колоссянам
Çĕнĕ завет
Книга К Колоссянам в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Фессалоникийцам
Çĕнĕ завет
Книга 1. Фессалоникийцам в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Фессалоникийцам
Çĕнĕ завет
Книга 2. Фессалоникийцам в переводе Чувашский (чӑвашла)
1. Тимофею
Çĕнĕ завет
Книга 1. Тимофею в переводе Чувашский (чӑвашла)
2. Тимофею
Çĕнĕ завет
Книга 2. Тимофею в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Титу
Çĕнĕ завет
Книга К Титу в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Филимону
Çĕнĕ завет
Книга К Филимону в переводе Чувашский (чӑвашла)
К Евреям
Çĕнĕ завет
Книга К Евреям в переводе Чувашский (чӑвашла)
Откровение
Çĕнĕ завет
Книга Откровение в переводе Чувашский (чӑвашла)
От Луки
Следующая →
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
1
Пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен халӗ нумайӑшӗ ҫыра пуҫларӗҫ ӗнтӗ.
2
Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ.
3
Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, малтан пуҫласа пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм те ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса парас терӗм.
4
Хӑвна мӗне вӗрентни чӑннипех те тӗрӗс пулнине санӑн тӗппипе пӗлсе ҫитмелле пултӑр терӗм.
5
Иудея ҫӗрӗнче Ирод патшара ларнӑ чух пӗр Захария ятлӑ священник пурӑннӑ, вӑл Авий ушкӑнӗнчи священниксен черечӗпе Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ те, Елисавета, Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер пулнӑ.
6
Вӗсем Турӑ умӗнче тӳрӗ пурӑннӑ: Хуҫа Турӑ йӗркисене, пил-хушӑвӗсене пурне те тӗрӗс пурнӑҫласа тӑнӑ.
7
Анчах та вӗсен ача-пӑча пулман, мӗншӗн тесен Елисавета ача туман арӑм пулнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем ватӑлса ҫитнӗ.
Параллельные места
Отсутствуют
8
Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗн йӗркипе Турӑ умӗнче ӗҫленӗ чухне, священниксен йӑлипе Хуҫа Турӑ Ҫуртӗнче ладан ҫунтарса тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ.
9
Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗн йӗркипе Турӑ умӗнче ӗҫленӗ чухне, священниксен йӑлипе Хуҫа Турӑ Ҫуртӗнче ладан ҫунтарса тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ.
10
Захария тӗтӗрнӗ вӑхӑтра темӗн чухлӗ халӑх Ҫурт тулашӗнче кӗлтуса тӑнӑ.
11
Ҫавӑн чухне ӑна ладан ҫунтаракан парне вырӑнӗн сылтӑм енче сасартӑк Хуҫа Туррӑн ангелӗ курӑннӑ.
12
Ангела курсан Захария тӗлӗннипе хӑрасах кайнӑ.
13
Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн.
14
Уншӑн эсӗ хавасланса хӗпӗртӗн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗҫ,
15
мӗншӗн тесен вӑл Хуҫа Турӑ умӗнче аслӑ пулӗ. Вӑл эрех-сӑра таврашӗ ӗҫмӗ; амӑш варӗнчех унӑн чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулӗ.
16
Вӑл Израиль ҫыннисене нумайӑшне хӑйсен Хуҫа Турри енне ҫавӑрӗ.
17
Вӑл Христос умӗн Илиян чун-чӗм хӑвачӗпе килӗ те халӑха Хуҫамӑр умне тӑма хатӗрлӗ: ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, Турӑ хушнине итлемен ҫынсене тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫине тӑратӗ».
18
Захария вара ангелран ҫапла ыйтнӑ: «Ку чӑн пуласса эпӗ епле пӗлӗп-ши? Эпӗ ӗнтӗ ватӑлтӑм, ман арӑм та ватӑлса ҫитрӗ».
19
Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ.
20
Вӑхӑчӗ ҫитсен эп калани пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ чӗлхесӗр пулӑн, эпӗ калани пурнӑҫланиччен калаҫаймасӑр пурӑнӑн».
21
Ҫав хушӑра унти халӑх Захария тухасса кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ.
22
Унтан тухсан Захария пӗр сӑмах та калайман, аллисемпе паллӑ кӑтартса халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ. Вара пурте ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темскер курӑннине чухласа илнӗ.
23
Турӑ умӗнче ӗҫлемелли кунӗсем иртсен Захария килне тавӑрӑннӑ.
24
Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ. Ҫие юлнине вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр ҫӳренӗ. «Ҫын хурланине ман ҫинчен сирес тесе, ҫак кунсенче Хуҫа Турӑ мана хӗрхенсе ҫапла турӗ», – тенӗ вӑл.
25
Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ. Ҫие юлнине вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр ҫӳренӗ. «Ҫын хурланине ман ҫинчен сирес тесе, ҫак кунсенче Хуҫа Турӑ мана хӗрхенсе ҫапла турӗ», – тенӗ вӑл.
26
Ҫие юлни ултӑ уйӑх ҫитсен, Турӑ татах Гавриил ангела Галилейӑри Назарет хулине
27
Давид йӑхӗнчи Иосиф валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ. Ҫав Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.
28
Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!»
29
Ангел сӑмахӗсене илтсен Мария аптӑрасах кайнӑ. Ҫапла ырӑ сунса саламлани мӗне пӗлтерет-ши тесе шухӑшланӑ.
30
Ангел Ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария! Эсӗ Турӑран ырӑлӑх илтӗн.
31
Акӑ Эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.
32
Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ. Хуҫа Турӑ Ӑна мӑн аслашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ.
33
Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ».
34
Мария вара ангелран ыйтнӑ: «Ку епле пулма пултарӗ-ши? Эпӗ халӗ качча та кайман-ҫке?»
35
Ангел Ӑна каланӑ: «Сан ҫине Святой Сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа ҫуралас таса Ачуна та Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ.
36
Акӑ санӑн тӑвану Елисавета та ватлӑхра ывӑл ҫуратӗ. Ун ҫинчен пурте ача тӑвайманскер тесе калаҫатчӗҫ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ.
37
Мӗншӗн тесен Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть».
38
«Эпӗ – Хуҫа Туррӑн Чури, – тенӗ Мария, – эппин пӗтӗмпех эсӗ каланӑ пек пултӑр». Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.
39
Тепӗр темиҫе кунран Мария ҫула хатӗрленнӗ те сӑртлӑ Иудейӑри хулана васкаса кайнӑ.
40
Захария кил-ҫуртне кӗрсен вӑл Елисаветӑна сывлӑх суннӑ.
41
Мария саламланине илтсен Елисаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара Елисавета чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
42
Вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ: «Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах! Санран ҫуралас Ачу та мухтавлӑ!
43
Хуҫа Туррӑмӑн Амӑшӗ ман патӑма килнине курма епле тивӗҫлӗ пултӑм-ши?
44
Эсӗ сывлӑх суннине илтсенех ман ӑшӑмри ача савӑннипе тапкалашса илчӗ!
45
Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»
46
Вара Мария ҫапла каланӑ: «Манӑн чунӑм Хуҫамӑра аслӑлать,
47
Манӑн кӑмӑлӑм Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать,
48
мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн Чурин йӑвашлӑхне асӑрхарӗ. Паянтан Мана пур халӑхсем те мухтӗҫ.
49
Хӑватлӑ Турӑ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ, Унӑн ячӗ таса.
50
Хӑйне хисеплесе хӑракансене Вӑл ӑруран ӑрӑва ырӑлӑх парса тӑрать.
51
Шухӑш-туйӑмпа мӑн кӑмӑллисене Вӑл хӑватлӑ аллипе салатса ячӗ,
52
вӑйлисене престолӗсем ҫинчен сирпӗтсе антарчӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ,
53
выҫӑхнисене ырӑлӑх пачӗ, пуйнисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ.
54
Пирӗн мӑн асаттесене, Авраама тата унӑн йӑхне Вӑл ӗмӗрлӗхех ырӑлӑх парасса шантарнӑ. Ҫавна асра тытса Вӑл Израиль халӑхне, Хӑйӗн тарҫине, пулӑшрӗ».
55
Пирӗн мӑн асаттесене, Авраама тата унӑн йӑхне Вӑл ӗмӗрлӗхех ырӑлӑх парасса шантарнӑ. Ҫавна асра тытса Вӑл Израиль халӑхне, Хӑйӗн тарҫине, пулӑшрӗ».
56
Виҫӗ уйӑха яхӑн Елисавета патӗнче пурӑнсан Мария килне тавӑрӑннӑ.
57
Ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитсен Елисавета ывӑл ача ҫуратнӑ.
58
Кӳршисемпе тӑванӗсем ун ҫинчен илтнӗ те Хуҫамӑр ҫав тӗрлӗ пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн Елисаветӑпа пӗрле савӑннӑ.
59
Саккӑрмӗш кунне вӗсем хӑйсен йӑлипе ача ӳтне касма илсе пынӑ, вара ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ.
60
Анчах та амӑшӗ: «Ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хурар», – тенӗ.
61
«Сирӗн йӑхӑрта ун ятли никам та ҫук-ҫке!» – тенӗ ӑна ыттисем.
62
Унтан вӗсем, аллисемпе паллӑ кӑтартса, ывӑлне мӗн ятлӑ хурас килнине ашшӗнчен ыйтнӑ.
63
Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «Унӑн ячӗ – Иоанн», – тесе ҫырса панӑ. Ҫавна курсан пурте тӗлӗннӗ.
64
Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ, вара вӑл сасӑпах Турра мухтама пуҫланӑ.
65
Унта пурӑнакан пӗтӗм халӑх хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ.
66
«Ку ача кам пулӗ-ши?» – тесе тӗлӗнсе шухӑшланӑ ҫав хыпара илтнӗ ҫынсем пурте. Чӑн та, унра Хуҫа Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
67
Иоанн ашшӗ Захария чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑран пророкла калама пуҫланӑ:
68
«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ;
69
Вӑл Хӑйӗн тарҫи Давид йӑхӗнчен пире валли хӑватлӑ Ҫӑлакан кӑларчӗ.
70
Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каласа пӗлтернӗ пекех,
71
пире тӑшмансенчен те, хамӑра курайман мӗн пур ҫынсенчен те ҫӑлса хӑварӗ.
72
Вӑл пирӗн мӑн асаттесене ырӑлӑх пама пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн таса халалне,
73
мӑн асаттемӗре Авраама тупа тунине яланах асра тытма пулнӑ.
74
Ӗнтӗ эпир, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлсан, хамӑр пурӑнас кунсенче хӑрамасӑр Уншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, Ун умӗнче сӑваплӑ, тӳрӗлӗхлӗ пулӑпӑр.
75
Ӗнтӗ эпир, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлсан, хамӑр пурӑнас кунсенче хӑрамасӑр Уншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, Ун умӗнче сӑваплӑ, тӳрӗлӗхлӗ пулӑпӑр.
76
Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.
77
Ҫылӑхсене каҫарса ҫӑлӑнасси ҫинчен те эсӗ Унӑн халӑхне каласа ӑнлантарӑн.
78
Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ».
79
Ырӑ кӑмӑллӑ та хӗрхенӳллӗ Туррӑмӑр тӗттӗмре, вилӗм тыткӑнӗнче пурӑнакансене ҫутатма, канӑҫлӑх ҫулне кӑтартма пирӗн пата ҫӳлтен Шурӑмпуҫ ҫути ячӗ».
80
Ача ҫитӗнсе, чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе пынӑ. Израиль халӑхӗ умне тухма вӑхӑчӗ ҫитиччен вӑл пуш хирте пурӑннӑ.
От Луки
Следующая →
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
Выбор основного перевода
Синодальный
Современный
Перевод РБО. Радостная Весть
Юбилейное издание (Свет на Востоке)
Перевод свящ. Леонида Лутковского
Церковнославянский перевод
Аварский (магӀарул мацӀ)
Азербайджанский (Azärbaycanca)
Башкирский (башҡорт теле)
Беларускі пераклад
Грузинский (ქართული ენა)
Казахский (қазақ тілі)
Кумыкский (къумукъ тил)
Осетинский (ирон æвзаг)
Таджикский (тоҷикӣ)
Татарский (татарча)
Туркменский (Türkmençe)
Узбекский (ўзбекча)
Український переклад І. Огієнка
Чеченский (нохчийн мотт)
Чувашский (чӑвашла)
American Standard
Biblia Tysiąclecia
Deutsche Luther
Ελληνική μετάφραση
King James
Română traducere
Tradução português
Traducción al español
Traduction française
Traduzione italiana
Türkçe çeviri
中文 汉译
Новый русский перевод МБО